проводник, провожатый. || Провожатый умерших (на том свете). Макка 221. Хывнă чухне ак çак сăмахсене каласа хываççĕ: умăнта пултăр, сĕкĕл ту, пĕр турамĕ пĕр çăк пултăр; умăнта пултăр, ертсе çӳрекеннине те тивтĕр. IЬ. 189. Çын вилсен, ăна асăнса хывнă чух, чăвашсем темĕскерле ертсе çӳрекенĕ асăнаççĕ: ертсе çӳрекенин умĕнче пултăр (теççĕ). Чхĕйп. Тата йĕртсе (sic!) çӳрекен, сана та сăрапа асăнатăп, эсĕ çак анчах вилнĕ çынна лайăх йĕртсе (sic!) çӳре, тенĕ (вăл вилнĕ çынна ертсе çӳрекен кам вăл, уна пĕлмен ĕлĕк, вилнисенчен пĕри йĕртсе çӳрет пулĕ, тенĕ). N. Чăн малтан çав ват çынна асăнса хываççĕ: (имя) пичче, ертсе çӳре (имярек. Обращаются к умершему старику, прося его быть вожатым для скончавшегося младенца).
Çавăн пекех пăхăр:
ерсе пыр Ерсел ерт ертер « ертсе çӳрекенни » ертсе кĕр ертсе яни ерттер ертӳçĕ Ерук